АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Лăпланса лараймăн

00:00 08 сентября 2012 г.

Районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ. Сентябрĕн 6-мĕшĕ тĕлне илсен, тĕш тырă культурисене 6315 гектар (73,6 процент) вырнă. Çак ĕçе, тĕпрен илсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче вĕçлерĕç.

Çĕр улми 401 гектар (38,4 процент) кăларнă. Вăтам тухăç 200 центнерпа танлашать. «Журавлев», «Исаев», С.Волков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртессипе малта пыраççĕ.

Кĕр тыррисене 722 гектар (19 процент) акнă. Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăхра ĕçе лайăх йĕркеленĕ. «Рабия», «Колос» хуçалăхсем те кĕр акине хăвăртрах вĕçлессишĕн тăрăшаççĕ.

Кĕрхи çĕртме сухине 116 гектар пурнăçланă. Суха ĕçĕсем «Новый путь», «Алмаз» хуçалăхсенче кал-кал пыраççĕ.

А.ПРОХОРОВ,

ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика