00:00 12 сентября 2012 г.
Августăн 1-31-мĕшĕсенче профилактика операцийĕ – «Трактор» уйăхлăх иртрĕ. Çав тапхăрта 92 трактора, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕрпе строительство прицепĕсене тĕрĕслерĕмĕр.
Пĕр çын трактора тракторист-машинист удостоверенийĕсĕрех тытса пынине, тепри уйрăм категорири машинăпа ирĕк илмесĕрех çÿренине асăрхарăмăр. Тăватă машинăна регистраци докуменчĕсĕр, икĕ çын çул хучĕсĕр, тăватă трактора тата ытти машинăсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухни çинчен талонсăр тытса пыни палăрчĕ. Тăватă машина патшалăх регистраци паллисĕр пулни курăнчĕ. Хăрушсăрлăх енĕпе йĕркене пăхăнмасăр усă курнă тăватă машинăна ĕçлеттерме чарнă.
19 тракторист-машиниста тĕрлĕрен çитменлĕхсемшĕн административлă майпа явап тыттарнă. Предприятисенчи должноçри виçĕ çынна та явап тыттарма тиврĕ. 22 çынна пурĕ 6200 тенкĕлĕх штрафланă.
К.МАЙОРОВ,
районти гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ.