00:00 12 сентября 2012 г.
Чылайăшĕ ĕлĕкрен пыракан ырă йăла-йĕркене тытса пыраççĕ, чун тасалăхне мала хураççĕ.
Çакна Прашкушкăнь ялĕнче пурăннă, кунти çынсемпе калаçнă хыççăн уйрăмах туйрăм. Вера Яковлева авă кунти хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăл – ĕç ветеранĕ.
Вера Аверкиевна – çичĕ теçеткерен иртнĕ хĕрарăм. Пурнăçне ялта ирттерет. Мăн Йăлкăш хĕрĕ пулнăскер мĕн ачаран ял хуçалăх ĕçĕнче. Вăл фермăра нумай çул вăй хунă. Хуçалăхри ытти ĕçсенчен те аякра тăман.
Вера Яковлева çамрăк чухне те активлăхĕпе палăрнă. Вăл Прашкушкăне качча тухсан мăшăрĕпе йышлă ача пăхса ÿстернĕ, кашнинех пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма пулăшнă.
И.ИВАНОВА,
Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.