00:00 12 сентября 2012 г.
Çакăн пек ятпа иртрĕ Ехремкассинчи информаципе культура центрĕн вулавăшĕнче ачасен çуллахи кунĕсенчи кĕнеке паллашăвĕ. Ара, кĕнекесен каникул пур-им вара; Вĕсем вулакансене яланах çĕнĕ çул уçса параççĕ, çĕнĕ çĕре чĕнеççĕ вĕт.
Акă каникул кунĕсенче те Ехремкассинчи, Карачурари, Вутланти вулавăшсем пурне те хапăл туса кĕтсе илчĕç. Ачасене те, аслă çулсенчисене те пуян содержаниллĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕç, ку чухнехи хайлавсене илсе вулама сĕнчĕç.
Ехремкассинчи вулавăш çĕнĕ литературăпа пуянлансах пырать. Халь кăна вулавăша вырăс классикĕсен, романтикăпа темĕн тĕрлĕ юмах-юптарусен 144 кĕнеки килсе çитрĕ.