00:00 15 сентября 2012 г.
Ахальтен мар çĕр улмине иккĕмĕш çăкăрпа танлаштаратпăр – унсăр апат та апат мар. Çавăнпах пулĕ фермер (хресчен) хуçалăхĕсем çак культура валли те вырăн тупма тăрăшаççех. Кăçал Татмăшри Ю.Никифоров фермер «иккĕмĕш çăкăра» вăтăр гектар ытла лартса хăварчĕ. Çу каçа тăрăшни, канăçа пĕлменни ахаль пулмарĕ.
Çĕр улмине кăларас ĕçе августра пуçăнчĕç. Çак ĕçе Василий Егоров механизатора явăçтарчĕç. Вăл копалкăпа ĕçлет. «Иккĕмĕш çăкăра» пуçтарнă çĕре хутшăнма ял çыннисем кăмăл турĕç. Тулли михĕсене Татмăш арçынĕсем тиеççĕ, вĕсене автомашинăпа турттараççĕ. Тухăç та савăнтарать – кашни гектартан 200 центнертан кая мар тухать.
Фермер пухса илнĕ тухăçăн пысăк пайне сутасшăн. Çав вăхăтрах çитес çул çинчен те шухăшлаççĕ, çавна май вăрлăх çителĕклĕ хывса хăварасшăн, ăна упрама вырăн пур.
А.ГОРШКОВ.