00:00 19 сентября 2012 г.
Кăçалхи 8 уйăхра Вăрнар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Элĕкри уйрăмне ĕç шыраса 557 çын пынă. Вĕсенчен 515-шне ĕç тупса панă. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта ĕçсĕррисем 47 çын шутланнă.
Ĕçсĕр тăрса юлнисенчен 16-шĕ – хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем, 13-шĕ – организаци хупăннипе ĕçлеме пăрахнисем е штата чакарнисем, пенсие тухас умĕнхи ÿсĕмрисем – 4 çын, хĕрарăмсем – 32, 1 инвалид.
Кăрлач-çурла уйăхĕсенче ĕçсĕр ларнă 73 граждана тÿлевлĕ обществăлла ĕçсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех 14-18 çулсенчи 11 çамрăка тата 18-20 çулсенчи 2 граждана (кусем шкултан тата профтехучилищĕрен вĕренсе тухнисем) ĕç тупса панă.
Кăçал 407 çын професси хăнăхăвĕпе патшалăх пулăшăвĕ илнĕ.