00:00 26 сентября 2012 г.
Паянхи кун автомобиль çулĕсене йĕркеллĕ тытса тăрасси, вĕсене тĕрĕс-тĕкел сыхласа хăварасси тĕп тĕллев пулса тăрать. Çавăнпах ĕнтĕ çул-йĕрсене вăхăтра юсасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Кăçал ялсем çывăхĕпе пыракан вырăнти пĕлтĕрĕшлĕ пурте усă куракан çулсене юсама 4455,6 пин тенкĕ уйăраççĕ. Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕнче вырăнти пĕлтĕрĕшлĕ автоçулсене 2388,2 пин тенкĕлĕх юсанă.
Хальхи вăхăтра çул-йĕр ĕçĕсене Ехремкасси, Йăлкăш, Крымсарайкка, Питĕшкасси, Ураскилт, Чăваш Сурăм, Шĕмшеш, Юнтапа ял тăрăхĕсенче вĕçленĕ. Элĕк, Мăн Вылă, Тавăт, Тени ял тăрăхĕсенче автомобиль çулĕсене юсасси малалла пырать.