АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тав хучĕ панă

00:00 29 сентября 2012 г.

Иртнĕ эрнере православи тĕнне ĕненекенсем Ураскилт чиркĕвĕн уявне пухăннă. Унта Шупашкар-Чăваш епархийĕн митрополичĕ Варнава кĕлĕ ирттернĕ. Варнава владыка халăха праçник ячĕпе саламланă, çавăн пекех райпо ертÿçине, район депутатне Ю.Харитонова, Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхне Э.Козлова, «Хĕлхем» спорт комплексĕн директорне В.Сергеева тата тепĕр икĕ çынна Тав хучĕ панă тата ĕçĕсем ăнса пымашкăн пилленĕ.

Ураскилт чиркĕвĕ çумĕнчи стадионта вара мини-футбол вăййи иртнĕ. Шкул ачисем активлăхпа палăрнă. Хĕр ачасен ушкăнĕнче Ураскилт шкулĕнче вĕренекенсем çĕнтернĕ. Арçын ачасенчен Элĕк шкулĕнче пĕлÿ пухакансем вăйлăрах пулни палăрнă. Çĕнтерÿçĕ командăсене парнесем панă. Вăййа хутшăнакансене шкул столовăйĕнче вĕри апат çитернĕ.

Ураскилт чиркĕвĕн уявне ирттерме райпо спонсорла пулăшу кÿнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика