АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕр улми пухса кĕртеççĕ

00:00 03 октября 2012 г.

Районта «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртесси малалла пырать. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне çĕр улмине 1025 гектар çинчен пухса кĕртнĕ (планăн 87,2 проценчĕ). Пухса кĕртмелли 150 гектар юлнă. Уй-хирте çĕр улми кăларакан 8 комбайнпа копалка ĕçлет. Пурне те хуçалăхсене уйăрса панă. Кам ĕçлеме пултарать – пурте уйра: ĕçсĕр тăрса юлнисем, бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсем, шкул ачисем. Канмалли кунсенче те тимлесех ĕçлерĕç, çĕр улми уйра ан юлтăр теççĕ. Акă район администрацийĕн ĕçченĕсем те «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕн çĕр улми пуссине тухнă.

Районта кĕрхи тĕш-тырă культурисене 2215 гектар акнă, 1710 гектар çĕртме тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика