АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Вучахри» тутлă кукăль

00:00 03 октября 2012 г.

Элĕкри тĕп вулавăшра «Вучах» пĕрлешĕве çÿрекенсен черетлĕ занятийĕ иртрĕ. Кĕр çитнĕ май вĕсем садпа пахча сезонне кăшт урăхларах – питĕ тутлă кукăль уявĕпе вĕçлеме шутларĕç. Çав кун вулав пÿлĕмне пухăннисем пĕр-пĕринпе кукăль пĕçермелли вăрттăнлăхсемпе паллашрĕç çеç мар, хăйсем пĕçернĕ-хатĕрленĕ тутлă çимĕçсене те астивсе пăхрĕç. Вулавăшра ĕçлекен Т.Мясниковăпа А.Егорова кукăль пĕçересси хăçан пуçланса кайни çинчен каласа пачĕç. «Вучаха» пуçтарăннисем тутлă кукăль пĕçермелли вăрттăнлăхсемпе паллашрĕç, курник, кулебяки тата вырăссен ытти çимĕçĕсене хатĕрлемелли рецептсене пĕлчĕç.

Ку çеç те мар-ха. Тĕлпулăва килнисем кукăль-пÿремеч çинчен калакан юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç, çăкăра халалланă каларăшсене аса илчĕç, баян кĕввипе юрăсем шăрантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика