00:00 06 октября 2012 г.
Çаплах ĕнтĕ, чи лайăх вăхăт шкул ачисемшĕн çуллахи каникул кунĕсем. Ĕçлеççĕ те вĕсем, вăйă выляса та савăнаççĕ.
Акă кăçалхи июнĕн 1-21-мĕшĕсенче 10 шкулта ĕç бригадисене йĕркеленĕ, вĕсенче 357 ача тăрăшнă. Юсав ĕçĕсем пынăран Мăн Вылă, Йăлкăш, Питĕшкасси шкулĕсенче кунашкал лагерьсене уçман.
Шкул çумĕнчи лагерьсенчи 513 ачана апат-çимĕç çитерме вырăнти бюджетран 700 пин тенкĕ уйăрнă. Ку кăна мар-ха – сиплев лагерĕсенче сывлăха çирĕплетме путевкăсемпе тивĕçтернĕ. Çапла вара райадминистрацин вĕренÿ пайĕ туянса панă путевкăпа 109 ача, социаллă хÿтлĕх пайĕн путевкипе 44 вĕренекен, тĕп больницăн путевкипе 77-ĕн лагерьсенче каннă. Пĕтĕмпе çуллахи каникулта районти ĕçпе кану лагерĕсенче 1100 ача сывлăха çирĕплетнĕ. Ку вăл мĕн-пур вĕренекенсен 59,9 проценчĕ пулать.