00:00 06 октября 2012 г.
Пытарма кирлĕ мар, юлашки вăхăтра наркотикпа ытларах çамрăксем усă кураççĕ. Кунашкал лару-тăру пулмасан та наркотиксен сиенĕ çинчен ăнлантарса пани ытлашши пулмĕ. «Асăрхаттарнă – апла пулсан хĕç-пăшалланнă», – тенĕ пек, канашсем те наркотиксемпе çыхланассинчен асăрханма пулăшаççĕ. Мăн Вылă ялĕнчи вулавăшра «Урам ачисем: кам айăплă тата мĕн тумалла» çавра сĕтел ирттернĕ. Ыйтăвĕсем тĕрлĕрен пулнă: пирус-сигарет сиенĕ, алкоголь çамрăксен организмне витĕм кÿни, наркотикпа венăран укол туни çынна мĕн патне илсе çитерни, наркоман миçе çул пурăнни тата ыттисем çинчен те. Тĕлпулура ачасем пирус туртнин, эрех ĕçнин, наркоманин сиенĕ çинчен сахал мар пĕлчĕç. Вулавăшра «Кая юлман-ха» видеоклип кăтартрĕç.