00:00 10 октября 2012 г.
Иртнĕ эрнере Тавăтри «Пучах» ача садĕнче 20 вырăнлă хушма ушкăн уçăлнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов çак паллă пулăмпа пухăнисене саламланă, ача сачĕн коллективне ĕçре ăнăçусемпе çитĕнÿсем суннă. Пĕчĕккисене тĕрлĕ теттесем парнеленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Эдуард Николаев шăпăрлансене ача сачĕсенче вырăнпа тивĕçтерессипе малалла та ĕçлессине палăртнă.
Хушма ушкăна йĕркелесе яриччен юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Çак тĕллевпе вырăнти бюджетран 300 пин тенкĕ уйăрнă. Çитес вăхăтра 270 пин тенкĕлĕх оборудовани килмелле. Пĕчĕккисене аталанма пĕтĕм услови тунă. Ачасем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Паянхи куна Тавăтри 3-мĕш номерлĕ «Пучах» ача садне тăхăр ялтан 80 ача çÿрет.