АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мăшăрланакансем те, уйрăлакансем те пур

00:00 10 октября 2012 г.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ кăçалхи тăхăр уйăхра 556 гражданла акт çырнă.

Çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 159 пепке çуралнă. Ку тапхăрта, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 12 ача ытларах. Çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна 82 арçын ачан тата 70 хĕр ачан ашшĕ-амăшĕ илнĕ. 60 ача çемьене пĕрремĕш хут килнĕ, 44-шĕ – иккĕмĕшсем. Шел пулин те, вилекенсем çуралакансенчен нумайрах. Çын вилни çинчен 270 акт çырнă, пĕлтĕрхинчен 20 çын сахалрах. Пурнăçран уйрăлнисенчен 130-шĕ арçынсем, 140-шĕ хĕрарăмсем. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ – 60 çулпа, хĕрарăмсен 76 çулпа танлашнă.

Тăхăр уйăхра 65 мăшăр çемье çавăрнă, 40 мăшăр уйрăлнă.

М.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика