00:00 10 октября 2012 г.
Элĕк районĕнче çемье хÿтлĕхĕсĕр юлнă 110 ачана шута илнĕ. 92-шĕн ашшĕ-амăшĕ пур. Анчах тĕпренчĕкĕсем вĕсен çуначĕсен ăшшине туймаççĕ.
Опекăпа попечительство органĕнче пĕлтернĕ тăрăх, учетра тăракан ачасенчен 78-шĕ ют çемьесенче ÿсеççĕ. Вĕсене сăнасах тăраççĕ. Тăван мар çынсем çак ачасемшĕн вăхăт иртнĕ çемĕн çывăх та шанчăклă туссем пулса тăраççĕ. Иртнĕ çул усрав çемьесенчи 8 ача 11-мĕш класран ăнăçлă вĕренсе тухнă.
Пархатарлă, ырă ĕç тăвакан çемьесем сахал мар. Акă Юнтапа тăрăхĕнчи Мироновсем 6 ача, Павловсем – 3 усрава илнĕ.
Ю.МАРЕЕВА.