00:00 17 октября 2012 г.
Пĕр пепке çурални ашшĕ-амăшĕн чĕринче хавас кăмăл-туйăм çуратать пулсан, виçĕ шăпăрлан кун çути кăтартни ку савăнăçа виçĕ хут ÿстерет темелле.
Иртнĕ кунсенче Чулкаç ялĕнчи Григорьевсен çемйине ырă хыпар çитнĕ. Вĕсен хĕрĕн Анжелика Ивановнан тата мăшăрĕн Валерий Вениаминовичăн пĕр харăсах виçĕ ача çуралнă. Паянхи куна çамрăксем Шупашкарта пурăнаççĕ. Телейлĕ ашшĕ-амăшĕ палăртнă тăрăх, кун пек телейе вĕсене çÿлтенгех ярса панă. Юпа уйăхĕн вун пĕрмĕшĕнче çуралнă арçын ачасене Богдан, Глеб тата Вадим ятсем хунă. Шăпăрлансене малашне ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех кукашшĕ-кукамăшĕсем те тимлĕх уйăрĕç.
М.НИКОЛАЕВА,
ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ.