АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йĕкĕрешсем «вĕçсе» килнĕ

00:00 20 октября 2012 г.

Ĕлĕк-авалах йĕкĕрешсем çуралсан пысăк савăнăç пулнă. Пĕр ача çуралсан та ашшĕ-амăшĕ питĕ хĕпĕртет те, икĕ ача тÿрех çут тĕнчене килсен иккĕлле савăнăç кÿнĕ.

Акă Тавăтра пурăнакан Дмитрийпе Любовь Саватинсен çемйинче тÿрех икĕ хĕр ача кун çути курнă. Ашшĕ-амăшне Каринăпа Камилла çуралнине ĕнентерекен свидетельствăсем панă. Районти ЗАГС пайĕн ертÿçи Мария Николаева район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе савăнăçлă лару-тăрура çемьене тăваттăмĕш тата пиллĕккĕмĕш «кайăк» вĕçсе килнĕ ятпа ăшшăн саламланă. Халĕ вĕсене ашшĕпе амăшĕ кăна мар, вĕсен аслă пиччĕшĕсем те – Сергей, Максим тата Данил пăхĕç. Çавăн пекех телейлĕ ашшĕ-амăшĕпе амăшĕн капиталне илмелли йĕркесем çинчен калаçнă. Лайăх воспитани парса çитĕнтерме ăнăçу суннă май регистрацие çак сăмахсемпе вĕçленĕ: «Çемье вăл – пурнăçра вăй-хал тапса тăракан çăл куç».

А.ТУВАНСКАЯ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика