00:00 27 октября 2012 г.
Шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиади çинчен калакан положенипе, пултаруллă ачасене палăртас тата вĕренÿ пайĕн планĕпе килĕшÿллĕн шкулсенче олимпиадăсем пуçланнă.
Мăн Ямаш шкулĕнче вырăс чĕлхи, экологи, ОБЖ, математика, экономика, географи, биологи, астрономи, физкультура, обществознани предмечĕсемпе олимпиадăсем иртнĕ те ĕнтĕ. Вĕсенче 7 класри Светлана Савельевăпа Дина Павлова, 9-мĕшĕнчи Ваня Ильдер, 10 класра вĕренекен Анна Матвеева, Александр Фролов, Евгений Павлов, 11-мĕшĕнчи Ольга Цветковăпа Алиса Куртовская çĕнтернĕ. Вĕренекенсем ытти предметсемпе те хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ.