00:00 31 октября 2012 г.
Кĕр кунĕсем – çулталăкăн чи илемлĕ те чи пуян вăхăчĕ. Элĕкри 1-мĕш номерлĕ «Çăлкуç» ача-пăча сачĕн ĕçченĕсем пĕчĕккисене çут çанталăк илемĕпе, вăхăт ылмашăнăвĕсемпе паллаштарма тĕрлĕрен майсемпе усă кураççĕ. Çав кунхине çанталăк ăмăрлă-тĕтреллĕ пулчĕ пулин те, «Çăлкуçри» музыка залĕнче чăн-чăн ылтăн кĕркунне хуçаланчĕ. Сарă-хĕрлĕ çулçăсем, хаваслă кĕвĕ пурне те савăнăç кÿрсе тăчĕ. «Неваляшки» кĕçĕн ушкăнри тата «Теремок» вăтам ушкăнри ачасем кĕрхи бала пуçтарăнчĕç кунта. Шăпăрлансемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн, садикре тăрăшакансемшĕн Ылтăн Кĕркунне хăй чăннипех тĕлĕнтермĕш пулса тăчĕ. Ачасене вăл юрă-ташăсемшĕн, савăсемшĕн, тупмалли юмахсемшĕн тав турĕ, хĕрлĕ-сарă пан улмисем валеçсе пачĕ.