00:00 03 ноября 2012 г.
Çак кунсенче Лупашка ялĕнче пурăнакан Людмила Данилова 65 çул тултарчĕ.
Пурнăç тăршшĕпех вăл ачасене воспитани парассипе тимленĕ, Крымсарайккăри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Мăшăрĕпе – Петр Николаевичпа Владимир ывăлне тата Еленăпа Татьяна хĕрĕсене воспитани парса çитĕнтернĕ. Халĕ ачисем хăйсем те çемьеллĕ ĕнтĕ, çут тĕнчене мăнуксем те килнĕ, вĕсем аслашшĕпе асламăшне темĕн тĕрлĕ ăслайсемпе савăнтараççĕ. Людмила Венедиктовнăна, ĕçчен те ырă кăмăллă хĕрарăма, ялта хисеплеççĕ.
1997 çулта ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ят панă.
В.НИКИФОРОВ.