АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Икĕ мăшăр йĕкĕреш

00:00 14 ноября 2012 г.

Райадминистрацин ЗАГС пайĕ кăçалхи 10 уйăхри ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Çак тапхăрта çут тĕнчене 176 пепке килнĕ (пĕлтĕрхинчен 6 ача нумайрах). Çакă савăнтарать, тин çеç çуралнă ачасенчен 2 мăшăрĕн – йĕкĕрешсем. Кăрлач-юпа уйăхĕсенче 66 çемьене пирвайхи «кайăк» вĕçсе килнĕ, иккĕмĕшĕ – 52 çемьене, виççĕмĕш ача – 35 çемьене çитнĕ.

Çын вилни çинчен 305 акт çырнă (2011 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсемпе танлаштарсан 17 акт сахалтарах). «Леш тĕнчене» кайнисенчен 146-шĕ – арçынсем, 159-шĕ – хĕрарăмсем. Çут тĕнчерен уйрăлнă арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ – 60 çул, хĕрарăмсен – 76 çул.

Кăçалхи 10 уйăхра 72 мăшăр пĕр çемьене чăмăртаннă (2011 çулхи çак тапхăрта – 114 мăшăр). Çемье çавăракансенчен 57-шне савăнăçлă лару-тăрура регистрацилерĕмĕр. Ытларах чухне 25-34 çулсенчи йĕкĕтсем авланаççĕ тата 18-24 çулсенчи хĕрсем качча каяççĕ. Иртнĕ 10 уйăхра 41 мăшăр уйрăлнă (2011 çулхи çак тапхăрта – 44 мăшăр), вĕсенчен 35-шĕ – судпа, тепĕр 6-шĕ – хăйсен ирĕкĕпе.

М.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика