АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăх йăвинчен укçа çухалнă

00:00 01 декабря 2012 г.

Тĕнчере çĕр тĕрлĕ кĕнчеле тесе ахальтен палăртмаççĕ-тăр. Туçи Шĕмшеш ялĕнче пурăнакан кинемей выльăх-чĕрлĕх сутса тупăш илнĕ, пенси укçин пĕр пайне пухса пынă. «Çуттине» тиркемен ывăлĕн аллине лекесрен ăна кĕленче савăта хунă та сарайне чăх йăви айне тухса пытарнă. Сăнаса, асăрхасах тăнă ăна аслă ăрури çын. Пĕр кунхине вара, хăй хăнана кайсан, кÿршине ĕçкĕпе иртĕхекен ывăлне асăрхаса тăма хушнă. Лешсем пĕрле тĕл пулсан ватăн эрех пулĕ тесе сарайне шырама тухнă. 80000 тенкĕ укçана тултарнă савăт Г. кÿршин аллине лекнĕ. Вăтам çулсенчи хĕрарăм никама нимĕн систермесĕрех пысăк суммăна хĕвне чикнĕ те килне тухса вĕçтернĕ. Ку ĕç мĕнле вĕçленессине следстви палăртĕ.

Н.ПЕТРОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика