АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уçă кăмăлпа, ырă сăмахпа

00:00 08 декабря 2012 г.

Çакăн пек ятпа иртрĕ Тенири вулавăшра Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалланă уяв каçĕ. Кунта таврари ялсенчи хастар та маттур çынсем пухăнчĕç. Пĕртте хевтесĕр тесе калаймăн вĕсене. «Çыхатпăр, тĕрлетпĕр» алĕç куравне йĕркеленĕ. Виççĕмĕш ушкăн инваличĕ Алина Яшкова пĕтĕм çемье валли кофтăсемпе свитерсем, платьесем, чăлхасемпе гольфсем, алсишсем çыхать. Пир-авăр фабрикисенче хатĕрленисенчен пĕртте кая мар вĕсем. Надежда Хрисанфовăпа Екатерина Осипова тĕлĕнмелле пейзажсем тĕрлесе ăсталаççĕ. Вĕсен ĕçĕсене те курма пулать куравра.

Вулавăша килнисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Мурзакова саламларĕ, уяв ячĕпе асăнмалăх парнесем пачĕ. Вулавăш ертÿçи Ирина Прохорова çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналпа паллаштарчĕ, кĕнекесене тишкерсе тухрĕ. Хăнасем çавăн пекех тупмалли юмахсен тупсăмне тупрĕç, каларăшсем вуларĕç. Уяв каçĕ пĕчĕк концертпа, вĕри чей ĕçнипе вĕçленчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика