АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çăл шывне тишкернĕ

00:00 12 декабря 2012 г.

Шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» центрĕнче биоэкологипе тата геоэкологипе республикăри XIX ăслăлăхпа практика конференцийĕн заочнăй тапхăрĕ иртнĕ. Унта Тавăтри Б.М.Марков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти 11 класра вĕренекен Диана Васильевăпа Анастасия Фадеева «Кĕçĕн Тăван ялĕнчи çăл шывне тишкерни» тĕпчев ĕçĕ тăратнă. Хĕрсем куçăмсăр тапхăрта çĕнтернĕ те раштав пуçламăшĕнче Шупашкарти конференцире доклад туса панă. Дианăпа Настя ытти конкурсантсен ĕçĕсене сÿтсе явма та хутшăннă. Пирĕн вĕренекенсем «Шыв ресурсĕсене сыхласси тата çĕнетесси» секцире ĕçленĕ. Ку секци аслă классенче вĕренекенсен Раççей наци конкурсĕн регионти тапхăрĕ шутланать. Диана Васильевăпа Анастасия Фадеева республикăри конференцире çÿлерех асăннă секцин çĕнтерÿçисем пулса тăнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика