00:00 15 декабря 2012 г.
Элĕкри иккĕмĕш номерлĕ «Хĕвел» ача сачĕн педагогĕсемпе аслă ушкăна çÿрекен шăпăрлансем районти пушар чаçĕнче экскурсире пулчĕç. Вĕсем пушара хирĕç кĕрешессипе ĕçлекенсен кулленхи ĕçĕпе, унта усă куракан техникăпа паллашрĕç.
Ача садне çÿрекенсем ĕç пÿлĕмĕсене кĕрсе курчĕç, диспетчер службинче, вĕренÿ класĕсенче пулчĕç, пушарпа çăлавçăсен ĕç хатĕрĕсемпе паллашрĕç. Çулăма хирĕç кĕрешекенсем арçын ачасемпе хĕр ачасене пушар çулне пÿлмелли хатĕрсемпе епле усă курмаллине кăтартрĕç. Пушар машинин рулĕ умне ларса пăхма та ирĕк пачĕç. Элĕкри пушар чаçĕн ĕçченĕсем ача садне çÿрекенсене хăйсен кулленхи ĕçĕнчи тум-тирне те, автотранспортри хатĕр-хĕтĕре те кăтартрĕç.
В.ЯКОВЛЕВА.