00:00 19 декабря 2012 г.
1942 çулхи февраль уйăхĕнче Сталинград хулишĕн пыракан çапăçура пирĕн салтаксем фашистсен çарне çапса аркатнă, 330 пин çынран тăракан çар ушкăнне (çав шутра 11 генерал) тыткăна илнĕ. Этемлĕх историйĕнче халиччен пулман хăрушă çапăçура совет салтакĕсем хăюллăх та паттăрлăх кăтартнă. Паллах, çĕнтерÿ ахаль килмен, темиçе пин совет салтакĕ çапăçура хăйсен пуçĕсене хунă.
Элĕк район çыннисем те çак çапăçăва нумаййăн хутшăннă, теприсем Сталинград патĕнче выртса юлнă. «За оборону Сталинграда» медале илме тивĕçлĕ пулнисенчен халĕ те пурăнакансем пур-ха. Акă вĕсем: Поликарп Никифорович Никифоров (Мăн Вылă), Петр Леонтьевич Леонтьев (Яжуткино), Александр Алексеевич Моляков (Вырăс Сурăм), Антон Савельевич Савельев (Смородино). Сталинград хулишĕн çапăçнă паттăрсене чыс та мухтав.
А.ТИМОФЕЕВ,
районти ветерансен канашĕн председателĕ.