00:00 22 декабря 2012 г.
Районта чăваш чĕлхипе тата литературипе муниципалитет олимпиади иртнĕ. Çак тупăшăва пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 13 шкулти 63 вĕренекен хутшăннă. Ачасене 10 задани панă: литература теорийĕ, историпе культура пĕлĕвĕсем, искусствăна хăшĕ ытларах ăнкарать, социаллă пурнăçпа истори пулăмĕсене кам аванрах чухлать тата ытти те.
Олимпиадăра Вутлан шкулĕнчи 7 класра вĕренекен Марина Яковлева, Юнтапа шкулĕнчи 8 класри Марина Дудкинăпа 11 класри Татьяна Федорова, Тавăт шкулĕнчи 9 класри Анастасия Куликова, Элĕк шкулĕнчи 10 класри Татьяна Львова çĕнтернĕ.
Г.ПЕТРОВ.