00:00 19 января 2013 г.
Январĕн 15-мĕшĕнче Мăн Вылă ялĕнче пурăнакан Анастасия Григорьевна Кириллова çуралнă кунне тăхăр вуннăмĕш хут уявланă. Ăна çав ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов, Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов тата ыттисем саламланă, парнесемпе чысланă.
А.Кириллова Шураç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мăн Вылăри вăтам шкулта 10 класс пĕтернĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тракторпа ĕçленĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра сыснасем пăхас ĕçре те, счетоводра та тăрăшнă. 1947 çулта Мăн Вылă каччине И.Кириллова качча тухнă. Мăшăрĕпе ултă ача пăхса çитĕнтернĕ. Ĕçченлĕхĕпе пултарулăхшăн нумай наградăна тивĕçнĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов ветерана РФ Президенчĕн В.Путинăн саламне вуласа панă.
К.ПЕРОВ.