00:00 19 января 2013 г.
Мăн Вылă ял тăрăхĕ ал ĕç тăвакан ăстасенчен чухăн мар. Кунта тĕрĕ тĕрлекенсем, çекĕлпе çыхакансем, йывăçран касса ăсталакансем, çăматă йăвалакансем те пур. Вĕсем ал ĕçĕпе чуна йăпатмалла аппаланаççĕ, хăйсене валли хатĕрлеççĕ. Харпăр хăй аллипе туни маçтăртан та лайăх пулать те ĕçĕ, мĕншĕн лавккаран туянас;
Акă тĕрĕ ăстисене палăртма кăмăллă. Мăн Вылăри Алина Семенова чăваш тĕррине тултарать, Елена Данилова, Галина Иванова, Ольга Иванова, Çирĕккассинчи Мария Ефимова, Атмалкассинчи Э.Михайлова уйрăмах тĕрлеме юратаççĕ.
Тивĕçлĕ канури Людмила Федоровна тĕрлеме те, çыхма та пултаруллă. Василий Григорьев (Атмалкасси ялĕ), Э.Андачков çăматă йăвалассипе палăраççĕ. Мăн Вылари О.Григорьев, А.Волков, Н.Шашкин йывăçран сĕтел-пукан ăсталама хастар.
К.ТУВАНСКАЯ.