00:00 23 января 2013 г.
Хĕл сивви вĕçен кайăксемшĕн пĕртте çăмăл мар вăхăт. Тарăн юр айĕнче апат-çимĕç шыраса тупма çук вĕт-ха. Йывăç-курăк, тăван тавралăх тусĕсем хĕллехи вăхăтра йывăç вуллисенче, турат çинчен турат çине вĕçсе çÿресе хурт-кăпшанкă пухаççĕ. Енчен те йывăç тураттисем пăрланса ларчĕç пулсан çунатлă кайăксем аптрасах ÿкеççĕ. Çавăнпа вĕсене куллен пулăшмалла.
Элĕк шкулĕнчи 1 «а» класра вĕренекенсем Н.Лебезова вĕрентекен ертсе пынипе ашшĕсемпе тата аслашшĕсемпе пĕрле йывăçран, пластиксемпе картун хутран сырăшсем хатĕрленĕ. Темĕн тĕрлисем те вĕсем: пĕр пÿлĕмлисем, маччаллисем.
Сырăшсене шкул картишĕнчи йывăçсем çине вырнаçтарнă. Ачасем кормушкăсене çăкăр таткисем, хĕвел çаврăнăш тĕшшисем, пахча-çимĕç хураççĕ. Халĕ кайăксем сырăшсенчи апата кăмăлласах астивеççĕ.