00:00 23 января 2013 г.
Православи тĕнне ĕненекенсем яланах кăрлач (январь) уйăхĕнчи 19-мĕш куна – Иисус Христоса шыва кĕртнине пĕрле пухăнса паллă тăваççĕ. Хальхинче те Элĕк салинчи чиркĕве çынсем нумайăн килчĕç. Пурте хăйсемпе пĕрле савăтсемпе тирĕксем йăтнă. Ара, кунтан сăвап кÿнĕ тасаран та таса шыва илме пулать вĕт-ха.
Чиркĕве килнисене Виктор иерей настоятель тата Александр атте Раштав уявĕсем ячĕпе саламласа пехил пачĕç, çирĕп сывлăхлă пулма, вăрăм кун-çул сунчĕç. Прихожансем кашниех çуртасем лартса тухрĕç.
Иисус Христоса шыва кĕртнĕ кун ячĕпе Элĕк салинчи çĕнĕ пĕвере ятарласа вак каснă. Сивĕ шывран хăраманнисем унта та «чÿхенсе» илчĕç, пĕрне-пĕри сывлăхлă та телейлĕ пулма ырă сунчĕç.
Г.ГЕННАДЬЕВ.