АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çамрăксен правительстви ĕçлет

00:00 02 февраля 2013 г.

Муниципалитетăн «Элĕк районĕн çамрăкĕсем» 2011-2020 çулсем валли палăртнă программăна пурнăçлас тата çамрăк граждансене районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма туллинрех хутшăнтарас тĕллевпе район администрацийĕ çумĕнче Çамрăксен правительствине йĕркеленĕ. Унăн йышĕнче – 18-35 çулсенчи 17 яшпа хĕр. Райадминистрацин актсен залĕнче Çамрăксен правительствин ларăвĕ иртнĕ. Унта правительство председателĕ пулма строительство тата общество инфраструктура аталану пайĕн ертсе пыракан специалист-экспертне Сергей Архипова, унăн çумне – йĕркелÿ, тĕрĕслевпе кадр секторĕн ертсе пыракан специалист-экспертне Екатерина Николаевана суйланă. Ларура Çамрăксен правительствин 2013 çулхи ĕçсен планне, çамрăк арçынсен командисем хушшинче куçса çÿрекен кубокшăн волейбол ăмăртăвĕсем тата КВН ирттерес ыйтусене сÿтсе явнă.

В.ГЕННАДЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика