АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ай, юрлар-и юррине

00:00 02 февраля 2013 г.

Элĕкри культурăпа кану центрĕнче чаплă концерт иртрĕ. Районти хăй тĕллĕн вĕреннĕ 330 артист пултарулăх кăтартрĕ гала-концертра. Залра пурте юратакан юрăсемпе такмаксем янăрарĕç, ташăсем ташларĕç, спектакль сыпăкĕсене кăтартрĕç. Курав залĕнче ларма-тăма вырăн çук. Вутланти культура çуртĕнчи «Хунав» вокал ансамблĕ тата Чăваш Сурăмĕнчи информаципе культура центрĕнчи хĕрарăмсен вокал ансамблĕ шăрантарнă юрăсем тыткăнламаллипех тыткăнларĕç. Тапăр-тăпăр ташăсемшĕн курма килнисем Тенири, Шĕмшешри, Юнтапари информаципе культура центрĕнчи коллективсене нумайччен алă çупрĕç.

Мăн Вылăри Кондратьевсен, Шураçри Тарасовсен, Анат Юлăшри Дубининсен, Крымсарайкăри Ахлаткинсен çемье ансамблĕсем пурне те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерсе савăнтарчĕç.

Халăх пултарулăхĕн «Мухтавлă тăван ен» районти фестиваль-конкурсра пĕрремĕш вырăна Мăн Вылăри информаципе культура центрĕ тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Чăваш Сурăмĕнчи, Юнтапари, Ехремкассинчи, виççĕмĕшĕнче – Тенири тата Шĕмшешри информаципе культура центрĕсем.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Уяв атмосфери ырă кăмăл-туйăм хушрĕ. Шел пулин те концерт программине ертсе пыракансем вырăсла калаçни килĕшÿллĕ пулса тухмарĕ.

Г.ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика