00:00 06 февраля 2013 г.
Элĕксем хамăрăн ентеше – Тури Хурасанта çуралса ÿснĕ Станислав Кириллович Воронова пĕлеççех ĕнтĕ. Вăл пĕр хушă Чăваш Республикин хăрушсăрлăх министрĕнче ĕçлерĕ, хыççăн Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин следстви управленийĕн начальникĕн пĕрремĕш çумĕ пулчĕ. Генерал-лейтенант.
Ÿнер ăсталăхĕнче те пултаруллă иккен ĕнерхи чекист. Çук-ха, ятарласа художника вĕренмен Станислав Кириллович, апла пулин те пушă вăхăтра алла сăрăпа кисть тытнă. Самаях илемлĕ ÿкерчĕксем хайлать ентешĕмĕр. Çакна вăл Мускавра, Художниксен тĕп çуртĕнче Чăваш Ен халăх художникĕпе Раиса Терюкаловăпа пĕрле йĕркеленĕ куравра яр-уççăн кăтартнă. Чекист-генерал Мускав çыннисене тăван тавралăхри илемлĕ вырăнсемпе, Францире, вырăссен авалхи хулисенче ÿкернĕ ÿкерчĕксемпе паллаштарнă.
В.ГЕННАДЬЕВ.