00:00 09 февраля 2013 г.
Сталинградри çапăçусем пĕтĕм иккĕмĕш тĕнче вăрçин шăпине татса панă, вĕсенче совет çарĕсем пысăкран та пысăк çĕнтерÿ тунă. Шăпах çак хаяр çапăçусенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата пĕтĕм иккĕмĕш тĕнче вăрçинче татăклă улшăнусем пуçланнă. Нимĕç фашисчĕсен çарĕсен тапăнăвĕ чарăнса ларнă, вĕсене Совет Союзĕн территорийĕнчен хăваласа яма тытăннă.
Ку çапăçусене Элĕк çыннисем те нумаййăн хутшăннă. Вĕсенчен чылайăшĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлнă, таврăннисем те паянхи кунччен пурăнса çитереймен. Хальхи вăхăтра районта «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медале тивĕçнĕ 4 ветеран пурăнать: Антон Савельевич Савельев (Смородино), Александр Алексеевич Моляков (Вырăс Сурăм), Поликарп Никифорович Никифоров (Мăн Вылă), Петр Леонтьевич Леонтьев (Пĕчĕк Йăлкăш).