АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пуçлăхсем канашланă

00:00 13 февраля 2013 г.

Пирĕн патра Элĕк, Вăрнар, Красноармейски районĕсен администрацийĕсен специалисчĕсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертÿçин пĕрремĕш çумĕ – Шалти политика управленийĕн начальникĕ Юрий Васильев ертсе пынă.

Муниципалитет тытăмĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев ЧР муниципалитет тытăмĕсен Канашĕн правленийĕн 2012 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ анлă ларăвĕн 9 номерлĕ протоколне пурнăçласси мĕнле пынине пĕлтернĕ. Район прокурорĕн çумĕ Фаина Лазарева прокуратура органĕсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçленин ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Федерацин монополие хирĕçле службин Чăваш Республикинчи управленийĕн заказсене тата суту-илĕве вырнаçтарнине тĕрĕслекен пай начальникĕ Галина Чагина çак ĕçре çăхавсене пăхса тухасси мĕнле пулса пыни çинчен каласа панă.

ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин çĕр ресурсĕсемпе тата кадастр инженерĕсен аттестацине йĕркелессипе ĕçлекен управленин сектор заведующийĕ Владимир Кузьмин çĕр пайĕсене регистрацилесси мĕнле пулса пынипе паллаштарнă.

Чăваш Республикин гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру Патшалăх комитечĕн анализпа прогноз пайĕн начальникĕ Ардальон Егоров Чăваш Енри чрезвычайлă лару-тăру Патшалăх комитечĕн 2012-2013 çулсенчи ĕçĕ-хĕлне тишкерсе тухнă.

РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн çумĕ Николай Петров чрезвычайлă лару-тăру çинчен асăрхаттарас тата халăха пушар хăрушлăхĕнчен хÿтĕлес ыйтусем çинче чарăнса тăнă.

ЧР Юстици министерствин патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Валентина Горелова вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем муниципалитет службисем саккунсене мĕнле пурнăçлани çинчен панă ыйтăва хуравланă.

Федерацин çыхăну, информаци технологийĕпе массăллă коммуникаци надзорĕн службин Чăваш Республикинчи управленийĕ субъектсен правине хÿтĕлессипе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Леонид Иванов ку енĕпе Раççей Федерацийĕн саккунĕсенчи улшăнусем çинчен каласа панă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертÿçин пĕрремĕш çумĕ – Шалти политика управленийĕн начальникĕ Юрий Васильев республикăра социаллă пурнăçпа политика лару-тăру ыйтăвĕсемпе ирттернĕ социологи тĕпчевĕн кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă.

Семинар-канашлура кулленхи ыйтусене сÿтсе явнă, пĕр-пĕрин шухăшĕпе паллашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика