00:00 16 февраля 2013 г.
Районти ача-пăча вулавăшне Элĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем пухăннă. Кунта «Ăсталăх пархатарĕ» калаçу иртнĕ. Ăна чăвашсен паллă поэтне, куçаруçине, сатирикне, лирикăллă юрăсен авторне Александр Галкина халалланă. Библиотекарьсем ачасене ентешĕмĕрĕн пирвайхи хайлавĕсемпе паллаштарнă. А. Галкинăн кĕнекисене тĕнчери нумай чĕлхене куçарнă. Вăл çавăн пекех вырăс классикĕсен нумай хайлавĕсене чăвашла куçарнă тăлмач та.
Калаçу вăхăтĕнче вĕренекенсем çак тĕлĕнмелле çын çинчен сахал мар çĕннине пĕлнĕ. Нарăсăн 12-мĕшĕнче çыравçă 85 çул тултармаллаччĕ. Мероприяти тĕлне вулавăшра «Хĕмленнĕ талант» кĕнекесен куравне йĕркеленĕ, унта – «Пурнăçра тĕрлĕрен мыскара», «Хаваслă ачасем», «Çунатлă улăп» кĕнекесем, поэмăсем, сатирикăллă сăвăсем, юптарусем, калавсем.