00:00 16 февраля 2013 г.
«Рабия» Агрофирма» обществăра ял хуçалăх культурисене тухăçлă ÿстерме тĕллев лартнă. Çавна май çур акинче паха вăрлăхпа кăна усă курмалла пултăр тесе тăрăшаççĕ.
Хуçалăхра иртнĕ кĕркуннех акмалли культурăсене ытлашшипех хывса хăварнă. Вĕсене хĕл кунĕсенче кирлĕ пек упраççĕ, пахалăхне тĕрĕслессине те йĕркелерĕç. Ку енĕпе хуçалăхра ятарлă лаборатори – шанчăклă пулăшуçă, 320 тонна вăрлăха анализ витĕр кăларчĕç. Акмалли тырăсен шăтаслăхĕ, нÿрĕлĕхĕ те лайăххи палăрнă. Анчах та вăрлăхăн тасалăхĕ ака стандартне ларайман. Халĕ вара ку çитменлĕхе пĕтерессишĕн тăрăшаççĕ.
Обществăн Якунекасси, Шĕмшеш уйрăмĕсенче те тырă алассипе ĕçлеççĕ. Сортировкăсем яра куна кĕрлеççĕ. Ятарлă звеносем те тăрăшулăх кăтартаççĕ. Ĕç-хĕле Раиса Кузьмина тата Таисия Кучеренко агрономсем пĕлсе йĕркелеççĕ. Аласа тасатнисене тÿрех районти инспекцире тĕрĕслеттереççĕ. Сортировкăсем витĕр кăларнă вăрлăх кондицие ларни палăрчĕ.
Л.АНДРЕЕВА,
РФ Ял хуçалăх центрĕн
районти специалисчĕ.