00:00 20 февраля 2013 г.
Çамрăксене çар призывне хатĕрлесе пĕр вĕçĕмех тĕрлĕ мероприяти ирттерме тивет. Çитес вăхăтра салтак аттине тăхăнас тĕллевлĕ каччăсемпе хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланисемпе тĕл пулусем йĕркелетпĕр, унта тĕрлĕ ыйту хускататпăр. Халĕ çамрăксене çар учетне илес тапхăр пырать. Шĕмшеш ял тăрăхĕнче 1996 çулта çуралнă 22 çамрăка регистрацилерĕмĕр. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри шкулта ăс пухаççĕ, теприсем хулара тĕрлĕ лицей, техникумсенче пĕлÿ илеççĕ. Учета тăратнă яшсем пурте тенĕ пекех медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, вĕсен сывлăх шайне палăртнă. Нумайăшĕ çар ретне тăрас тĕллевлĕ. Яккушкăнь ялĕнчи Андреевсен Александрпа Сергей ывăлĕсем çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлаççĕ.
Н.ЩЕВКИНА,
Шĕмшеш ял тăрăхĕн çар учечĕ
енĕпе ĕçлекен специалисчĕ.