АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ăсталăха вăйăра тĕрĕслеççĕ

00:00 20 февраля 2013 г.

Тавăтри «Пучах» ача садĕнче нумаях пулмасть кĕçĕн тата вăтам ушкăнри ачасем пуплев, кĕвĕ-çемĕ, хускану, ÿнер пултарулăхĕсене аталантармалли вăйăсене вылярĕç. Хăйсем пĕлекен нумай юмахри сăнарсене калăпларĕç.

«Шевле» ушкăнра «Хĕлле пулман пулсан», «Чечексем», «Асамçă хĕлле», «Асамат кĕперĕ» ушкăна çÿрекенсем «Çамрăк çул çÿревçĕ правилисем» спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Урамра уçăлса çÿренĕ вăхăтра воспитательсемпе шăпăрлансем ача сачĕн территорине юртан тунă юмахри сăнарсемпе, чĕрчунсен кĕлеткисемпе пуянлатрĕç, вĕсене тĕрлĕрен тĕслĕ пăр катăкĕсемпе илемлетрĕç.

Аслă ушкăна çÿрекенсем шашка турнирĕнче вăй виçрĕç. «Йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртура та тупăшрĕç. Çав вăхăтрах вĕсем юрларĕç, кĕвĕллĕ шут сăввисене каларĕç.

Л.ПЕТРОВА,

Тавăтри «Пучах» ача сачĕн воспитателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика