00:00 27 февраля 2013 г.
Çак кунсенче Çирĕккассинчи «Ахпай» халăх фольклор ушкăнĕ Вăрнар районĕнчи Малтикас ял клубĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ.
«Ахпай» 1980 çулта йĕркеленнĕ. Коллектив ертÿçи – Мускаври патшалăх культура институтĕнчен вĕренсе тухнă С.Федорова. Ансамбль репертуарĕнче чăваш тата вырăс халăх юррисем.Светлана Иосифовнăна хальхи вăхăтра Çирĕккассинчи фольклор Çурчĕн заведующийĕнче ĕçлекен хĕрĕ Вероника нумай пулăшать. Вăл 1988 çулта Шупашкарти музыка училищине пĕтернĕ.
«Ахпай» ушкăн хăнара залра ларакан халăха савăнăçлă самантсем парнеленĕ. Вĕсем юрланипе çеç çырлахман, шÿтлĕ инсценировкăсем те кăтартнă. Куракансене концерт килĕшнĕ.
М.ИВАНОВА.