АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Паянхи кун ыйтăвĕсемпе

00:00 27 февраля 2013 г.

Районта черетлĕ Администраци кунĕ иртнĕ. Ĕç ушкăнĕсем Мăн Вылă, Крымсарайккă, Тавăт, Шĕмшеш ял тăрăхĕсене çитсе халăхпа курнăçнă.

Райадминистраци пуçлăхĕ А.Н.Куликов ертсе пыракан ушкăн Мăн Вылă ял тăрăхĕнче пулнă. Социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева халăха социаллă пулăшу парассипе мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен каласа панă. Иртнĕ çулта республика уйăрса паракан çемье капиталне 48 амăшĕ илнĕ. Амăшĕсене хÿтĕлеме тата ачасем ытларах çуратассине хавхалантарма хушма мерăсем ĕçе кĕртнĕ. Çак тĕллевпе кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан уйăхсерен укçа тÿлеççĕ. Пирĕн районта ĕç стажĕпе 410 граждана «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят панă.

Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçин çумĕ Глафира Николаева пенсипе тивĕçтерессипе 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ саккун йĕркинчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.

Райадминистрацин экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Игорь Ефимов çĕр ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Район территорийĕнче халĕ 14381 çын çĕр пайĕсен хуçи шутланать, çĕр пайĕсен лаптăкĕ – 30324 гектар. 7771 гектар çинчи 4178 çĕр пайне патшалăх регистрацийĕ тунă. Мăн Вылă ял тăрăхĕнче 943 çĕр пайĕнчен 231 пайне регистрациленĕ (пурĕ 382,7 гектар).

Çĕр ресурсĕсемпе тухăçлă усă курас тĕллевпе район администрацийĕ çĕрсене сыхлассипе тата усă курассипе ĕçлекен комисси туса хунă. Асăннă комисси 10 ял тăрăхĕнче пулнă.

Тĕл пулу вĕçĕнче район администрацийĕн пуçлăхне А.Куликова сăмах панă. «Администраци кунĕ вырăнти влаç çыннисемпе калаçма, çĕннине пĕлме, çивĕч ыйтусене татса пама лайăх майсем туса парать», – палăртнă Александр Николаевич. Малалла вăл районти лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарнă.

Тĕл пулура пулнисене хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем панă, вĕсем çине тулли хуравсем илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика