00:00 02 марта 2013 г.
Этем хăйĕн ĕмĕрне «хаяр шĕвекпе» кĕскетни паллă. Акă нарăс уйăхĕн çурринче Ураскилт тăрăхĕнче пулса иртнĕ икĕ инкек те çавнах çирĕплетет. Çичĕ теçеткерен иртнĕ И. Павлушкăнь ялне пĕлĕшĕн çуралнă кунне паллă тума кайнă. Хăнара «Çуттине» сыпкаланă. Каçхине киле килме тухнă. Анчах Ураскилте çитеймен 70- тен иртнĕ ватă шăнса вилнĕ. Унăн кĕлеткине иртен-çÿренсем асăрханă.
Çав вăхăталлах асăннă ялти 1927 çулхи кинемейĕн те пурнăçĕ татăлнă. Аслă ăрури çын та кÿрши-пĕлĕшĕпе хăватлине ĕçнĕ. «Уяв» вăраха тăсăлнăран пÿртре вутă хутма ĕлкĕреймен. Çитменнине тата хăнана килнĕ пĕлĕшĕ те алăка хупма «маннă». Çапла майпа пÿртрех шăнса вилнĕ.
А.СТЕПАНОВ,
следстви комитечĕн следователĕ.