АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кирпĕч çине кирпĕч – çурт та çĕкленет

00:00 02 марта 2013 г.

Хĕллехи куна пăхмасăрах каменщиксем кирпĕч хураççĕ.

– Кун вăрăмланса пырать. Çавăнпа юларах ĕçлеме те юрать, – терĕ çамрăкраххи.

– Ырă шухăш, – килĕшрĕ унпа юнашар тăрăшаканскер. – Çанталăкĕ те лайăх, стенана хăпартма нимĕнле чăрмав çук.

Кирпĕч хуракансем ĕçленĕ вăхăтрах сăмах-юмах вакласа илчĕç. Вĕсен пĕр ĕмĕт-тĕллев – объекта палăртнă срокра туса пĕтересси. Çавăншăн халĕ куллен тулли кăмăлпа вăй хураççĕ. Пĕри теприне ырă канашпа е сĕнÿпе пулăшасси çирĕп йĕрке пулса тăнă. Элĕкри МСО директорĕ Сергей Лаврентьев та строительсем патĕнче час-часах пулать, вĕсем кун каçа мĕн пурнăçланине хăй куçĕпе курса ĕненет. Çитменлĕхсене асăрхасан пĕтерме ыйтать.

Райцентрти автовокзала хирĕç виçĕ хутлă çурт çĕкленет. Ăна тăваканни – Элĕкри МСО. Строительсем пĕлтĕр кĕркунне ĕçе пуçăннă. Ку таранччен никĕс янă, çуртăн икĕ хутне купаласа пĕтернĕ. Халĕ виççĕмĕш хута çĕклессипе куллен тимлеççĕ. Кирпĕч хуракансем пĕлтернĕ тăрăх, çирĕм градус сивĕре те алла мастерок тытнă. Пурте пĕр пек ĕçленĕрен хатĕр раствора шăнса ларма паман. Шалу лайăх тÿлени пуçарулăх кăтартма хавхалантарать. Каменщиксем хушшинче пысăк ăсталăх пухнисем те пур. Вĕсем хăйсен ĕç опычĕпе ыттисене паллаштарма хирĕçлемеççĕ.

Стенасене купаласа пĕтерсен те ĕç вĕçленмест, тăрра витмелле, шалта та тумалли сахал мар. 20 хваттерлĕ çурта кăçал хута яма палăртнă. Çынсем хăçан çĕнĕ хваттерлĕ пуласси йăлтах строительсенчен килет.

Ю.КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика