00:00 02 марта 2013 г.
Районта «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» пулăшу марафонĕ старт илчĕ. Акци кашни çулах республикăри пулăшу марафонĕн картинче иртет, ăна пуçараканĕ тата йĕркелесе пыраканĕ «Раççей ача-пăча фончĕн» Чăваш Енри республика уйрăмĕ пулса тăрать. Акци тĕллевĕ – пурнăçри йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ, уйрăмах нушаллă инвалид ачасене, çавăн пекех талантлă, пултаруллă ачасене пулăшу пама, вĕсемшĕн ырă программăсене, проектсемпе мероприятисене пурнăçлассипе çыхăннă тăкаксем валли уйăрма укçа-тенкĕ пухасси.
Тимлĕхпе активлăх çак пархатарлă ĕçре пирĕн ачасене телейлĕрех те хаваслăрах пулма май парĕ.
Л.СЕМЕНОВА.