АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юрра ташша та ăста, ĕçре те хастар

00:00 02 марта 2013 г.

Анатри Юлăшра тĕпленнисемшĕн те клуб-вулавăш пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх тăтăшах çÿрет кунта. Валентина Зиновьевна Иванова Элĕкри, Чăваш Сурăмĕнчи библиотекăсенчен çĕнĕ кĕнекесем илсе килсе тивĕçтерет.

Клуба кăмăлпа çÿреççĕ

Анатри Юлăшри клубра хăйсен ĕç-хĕлне палăртакан стенд сахал мар. Вĕсене сăнÿкерчĕксемпех илемлетнĕ. Унтах хăйсен культурăри çитĕнĕвĕсене те кăтартнă.

– 2007 çулта «Шурăмпуç» фольклор ушкăнне йĕркелерĕмĕр, – пĕлтерет В.Иванова заведующи.

Фольклор ушкăнĕ вырăнти халăх юррисене пуçтарма пикеннĕ. Вăл вăхăтрах 70-тен иртнĕ Еликонида Порфирьева хăй çамрăк чухнехи шухăша яракан юрра репертуара кĕртме сĕннĕ. «Йăмра касрăм» юрă та тĕрлĕ çулсенчи хĕрарăмсен кăмăлне кайнă. Ытти тĕрлĕ юрра-кĕвве те шăрантарнă вырăнти артистсем.

Çÿлерех асăннă икĕ юрра районти культура ĕçченĕсен смотр-отчетĕнче пысăк хак панă. 2008 тата 2009 çулсенче Шупашкарта «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăнса дипломсене те тивĕçнĕ.

– Фольклор ушкăнне çÿрекен хĕрарăмсен йышĕ вара пĕчĕкех мар. Чи асли, Юлия Васильева çичĕ теçеткене пусăмланă. Раиса Егорова, Римма Михайлова, Людмила Матвеева, Елена Сидорова, хуçалăх ферминче вăй хуракансем те çÿреççĕ, – терĕ Валентина Зиновьевна.

Кăçал ушкăна осеменаторта ĕçлекен Ольга Дубинина хутшăннă. Почтальонкăра тăрăшакан Римма Егорова кунта çÿреме кăмăл тунă. Ял тăрăхĕн специалисчĕ Оксана Емельянова та пĕлĕшĕсенчен юлман.

Ачасене те куçран вĕçертмест вырăнти культура çурчĕн ĕçченĕ. Вĕсем те уявсенче аслисемпе танах сцена çинче. Акă О.Егорова, Н.Васильева, Костьăпа Антон Дубининсем, Анжеликăпа Лариса, Олимпиада Емельяновасем пысăк пулăшу кÿреççĕ.

– Ушкăнра пĕртен пĕр арçын çеç пулни кулянтарать. Ку пирĕн баянист – Сергей Багров, – сăмахлать Юлăш клуб-библиотека заведующийĕ.

Пурлăхпа техника бази енчен те пуян теейместĕн юлăшсене, музыка центрĕ те «чăхăмлать». Купăса та юлашки вăхăтра юсаттарма панă. Апла пулин те пĕрлехи ĕç, йышпа тунă çитĕнÿ савăнтарать.

Хуçалăхра тăрăшакан çамрăксем каçсерен бильярдла выляма пухăнаççĕ. Пĕчĕккисем теннис сĕтелĕнчен уйрăлмаççĕ. Вулавăшра кĕнекесен фончĕ пур. Анчах та юлашки çулсенче çĕннисемпе пуянланман. Вулакансем ыйтнипе Элĕкрен, Чăваш Сурăмĕнчен илсе килсе парать.

Ачасем йышлă

Анатри Юлăшра пурăнакансен шучĕ пĕчĕкех мар. Виçĕ урамран тăрать ял. Культура ĕçченне вырăнти лару-тăрупа паллаштарма ыйтрăм.

– Пушă пÿртсем сайра. Çамрăксем кил вучахне сÿнтерме шутламаççĕ, тăван тăрăхра тĕпленеççĕ. Иртнĕ çулсенче Орловсем çĕнĕ çурт туса лартрĕç, – каласа парать хĕрарăм.

14 ача Чăваш Сурăмне ăс пухма атобуспа çÿреççĕ. Шкул çулне такăрлатма ĕлкĕрейменнисем улттăн шутланаççĕ.

Аякка ĕçлеме тухса çÿрекенсен шучĕ сахалрах кунта. Хуçалăхра вăй-хурасси, килте ĕне выльăх ĕрчетесси тĕп вырăнта. Выльăх-чĕрлĕх тупăш кÿнĕрен ялта ăна йышлă тытаççĕ. Юлăшсен килĕренех мотоблок пур. Александр Иванов, Геннадий Андреев, Вениамин Константинов техника пулăшăвĕпе çу кунĕсенче уйрăмах усă кÿреççĕ.

И.ЭЛИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика