00:00 07 марта 2013 г.
Чунпа çирĕппи, ĕçрен хăраманни çеç шăпа кÿнĕ йывăрлăхсене çĕнтерме хевте çитерет. Çакăн пек çынсенчен пĕри – Тури Вылари Агафия Осипова.
Вăл нумаях пулмасть 90 çул тултарчĕ. Унăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май çакă çиеле тухать: хĕрарăм яка сукмакпа сахалрах утса курнă, нуши-асапне ытларах тутанса пăхнă. Агафия Алексеевна нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Сакăр çулта Тури Вылари пуçламăш шкула кайнă, хыççăн Ураскилте утнă. Вăтам шкула Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри вĕренÿ учрежденийĕнче пĕтернĕ. Вăрçă тытăнсан çĕнĕ тĕрĕслев. Ял хĕрĕшĕн, ытти тантăшĕсем пекех, йывăр вăхăтсем çитсе тăнă. Фронтшăн, çĕнтерÿшĕн вăй-хала шеллемен. Хăйсен хуйхи-суйхи пирки шутлама пултарайман, шав малаллах талпăннă, кирек мĕнле ĕçре те аслисенчен юлман, вĕсемпе танах пулма тăрăшнă. Агафия Алексеевна каланă тăрăх, патшалăха çулсерен ĕне çăвĕ, çăмарта, аш-какай пама тивнĕ. Выçăллă ларас мар тесе анкартинче мĕн ÿснине пĕтĕмпех çинĕ, вĕлтĕренпе клевер пуçне те тиркемен.
Шкул пĕтернĕ хыççăн Сталин ячĕллĕ хуçалăхра счетовод-бухгалтерта ĕçлеме пуçланă. 1944 çулта П.Осипов тăван яла йывăр аманнă хыççăн таврăннă. Павел Тарасович Агафия Алексеевнăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Хĕр хирĕçлемен, çав çулхинех вĕсем пĕрлешнĕ. Пурнăç çулĕпе утнă май ултă ачана кун-çул парнеленĕ. А.Осипова пурăна-киле «Трудовик» артеле куçнă. 1949 çулта ăна Тури Выла ял лавккин заведующийĕнче ĕçлеме сĕннĕ. Хĕрарăм килĕшнĕ. Ÿркенмен ăста пулнă теççĕ. Вăл ĕçри пултарулăхне çулсерен ÿстерсех пынă. Унăн ăсталăхĕ, чун çирĕплĕхĕ чылайăшне тĕлĕнтернĕ. «Ах, йывăр», – тесе пуçа усас йăла пулман, ир пуçласа каçчен ĕç вырăнĕнчен уйрăлман, ырă пурнăç тĕллевне малалла тытса пынă, плана вăхăтра тултарма тăрăшнă. Лавккари ĕç стажĕ вăтăр ултă çулпа танлашнă. Агафия Алексеевнан сăн ÿкерчĕкĕ Элĕк райповĕн Хисеп хăми çинче темиçе çул çакăнса тăнă. Пултаруллă çыннăн ĕçне хакламасăр хăварман, медальсем, Хисеп грамотисем, тав çырăвĕсем парса чысланă. Ураскилт ял совечĕн депутатне пĕрре мар суйланнă.
Халĕ вăл тивĕçлĕ канура, хĕрĕпе ывăлĕ амăшĕнчен уйрăлмаççĕ, тимлĕ пăхаççĕ. Шел пулин те, мăшăрĕпе виçĕ ывăлĕ юнашар çук. Юрать-ха икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ вăй-хал парса тăраççĕ.
Мĕнех каласси пур, кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ, шăпи. Савăнăçĕ те, хĕн-асапĕ те тупăнать. Агафия Алексеевнана ĕç пиçĕхтернĕ, тĕрлĕ саманта чăтса ирттернĕ.
Халĕ те икĕ алла усса ларма пултараймасть. Çу кунĕсенче анкартинче аппаланма юратать. Йăрансем хушшинчи çумкурăка тăпăлтарсах тăрать. Тăхăрвуннăра пулин те куçĕ лайăх курать, витĕр илтет. Пурнăç илемĕпе, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнма пĕлекенскер хастарлăха çухатмасть.
Юрий КОРНИЛОВ.