00:00 13 марта 2013 г.
Светлана Ниловна 1979 çулта Шупашкар хулинче бухгалтера вĕренчĕ. Хыççăн почтальонкăра ĕçлеме килĕшет, сумка çакса Чăваш Сурăм, Тури Хурасан, Янăш, Анат Хурасан ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерет. Вун ултă çул почтальонкăра тимлет. «Çĕнĕ хыпар кÿрекен»,– теççĕ Светлана Соловьева пирки чăвашсурăмсем. Ял çыннисем Светлана хаçат-журнал пырса парасса кунсерен чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Пуринпе те кăмăллă почтальонка. Плансене яланах ирттерсе тултарать. Чăваш Сурăмĕнчи çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Венера Александрова та унăн ĕçĕпе кăмăллă. Йĕпе-сапа-и е çил-тăман-и – почтальонкăн пурпĕр çула тухмалла. Çынсем патне телеграммăсене, çырусене тата тĕрлĕ изданисене вăхăтра çитермелле.
Урама тухса çÿремен ватăсене аптекăран кирлĕ эмелсемпе те тивĕçтерет.
В.СЕМЕНОВ,
ĕç ветеранĕ.