АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пÿрт ача сассипе тулать

00:00 20 марта 2013 г.

Райадминистрацин ЗАГС пайĕ иртнĕ уйăхра тĕрлĕ йышши 110 акт çырăвне шута илчĕ. Çак шутран 28-шĕ – ача çурални çинчен, ку вăл пĕлтĕрхинчен 15 сахалтарах. Кăçал кăрлач-нарăс уйăхĕсенче 7 çемьене пĕрремĕш «кайăк» «вĕçсе» килнĕ, 10 çемьере – иккĕмĕш пепке, 7 çемьере – 3-мĕш ача, тăваттăмĕш ача 3 çемьере, пиллĕкмĕш 1 çемьере çуралнă.

Вилни çинчен 58 акт çыртăмăр (пĕлтĕрхинчен 4 акт сахалтарах). Икĕ уйăхра 31 арçынпа 27 хĕрарăм çут тĕнчерен уйрăлнă. Çак тапхăрта 10 мăшăр савăнăçлă лару-тăрура пĕрлешнĕ (2012 çулта – 9 мăшăр). Ултă мăшăр уйрăлнă (иртнĕ çул – 10 мăшăр). Вĕсенчен 5-шĕ – суд йышăнăвĕпе, тепĕр мăшăр – хăйсем шутланипе. Ашшĕ пулнине çирĕплетсе 5 акт, ят-хушамата улăштарни пирки 3 акт çыртăмăр.

М.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика