09:26 08 мая 2013 г.
Районта йывăçсемпе тĕмсем лартас ĕç малалла пырать. Акă, ака уйăхĕн
30-мĕшĕнче салара Йывăç кунĕ иртрĕ. Çак ырă та пархатарлă ĕçе пурте хастар
хутшăнчĕç: муниципалитет ĕçченĕсем, республика тата федераци ведомствисенче
тăрăшакансем, çамрăксем, Афганистан вăрçинче пулнă ветерансем.
Элĕк ял тăрăхĕнче çак кун 2500 йывăçпа тĕм лартнă. Иштек ялне каякан çулăн
икĕ енĕпе 2000 хырпа юман калчисем сарăлса ÿсĕç. Райадминистраци çурчĕ умĕнче 80
çамрăк çăка ешерме тытăнĕ.
Район центрĕнче 300-е яхăн тĕмсем тымар янă. Шалти ĕçсен пайĕ тата «Хĕлхем»
спорт комплексĕ умĕнчи тавралăх çăкасемпе илемленĕ. Андриян Николаев космонавт
ячĕллĕ паркра сире айва йывăççисем кĕтсе илĕç.
Районта йывăç лартас ĕç малалла та пырать.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"